Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Т (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ

Тактиккӑ — крек. — Умра тӑракан тӗлсене ҫитмелли майсем. Ҫар ӗҫӗнче — тӑшмансене ҫӗнтерес тӗлпе ҫарсене вырӑнтан вырӑна куҫарса пымалли искусствӑ. Парттисен тактикки — парттисен, хӑйсен тӗлӗсене ҫитмешкӗн мӗнле вӑхӑтра мӗнле ӗҫлемелли майсем.
Таксӑ — хран. — Тӗрлӗ йапаласен, йе пӗр-пӗр ӗҫӗн Правиттӗлствӑ туса хунӑ хакӗ.
Тапель — ним. — Крахвасем тӑрӑх, хормӑ туса ҫырса тухнӑ хут. Тапӗль-кӑлентар — кун йачӗсемпе числасене ернен-ернен, йе уйӑхӑн-уйӑхӑн крахвасем тӑрӑх ҫырса тунӑ кӑлентар.
Таплитсӑ — лат. — 1) Тапӗль, 2) пӗр-пӗр ыйтӑва числасемпе ҫирӗплетсе кӑтартмашкӑн, числисене пӗр-пӗр хормӑпа крахвасем тӑрӑх ҫырса тухнӑ хут.
Таттӑ — лат. — Хут ҫинче куна, уйӑха, ҫулталӑка кӑтартса хуни (1923 ҫул, Теккапӗрӗн 26-мӗш кунӗ).
Таччӑ — Таса сывлӑшлӑ вырӑнта, ҫула канса пурӑнма тунӑ ҫурт.
Талант — крек. — Вӗренмесӗрех, ҫуралнӑранах пур ӑста: мӗне те пулин шутсӑр аван тума пӗлсен, ҫавӑн пек ҫынна талантлӑ ҫын теҫҫӗ.
Тарвинис — Тарвинисӑма хапӑл тӑвакан.
Тарвинисӑм — Чарльс Тарвинӑн теорийӗ: пур орканисӑмсем те ӗмӗрсен тӑрӑшшӗнче пурӑнӑҫшӑн таврари йапаласемпе (условисемпе) кӗрешше пурӑннӑран, пурӑннӑҫемӗн хӑйсем улшӑнса пынӑран, кӗрешӳре ҫӗнтерме пултаракан интивитумсем анчах ӗрчеме пултарнӑран, — тӗнчери тӗрлӗ орканисӑмсем пулса кайнӑ тесе вӗрентет. Ҫавӑн пекех етем те етем майлӑ упӑтесенчен пулса кайнӑ тет.
Туалисӑм — лат. — Иккӗленни: монисӑмпа хирӗҫ тӑракан, пур йапала та икӗ тӗпрен (ырӑлӑхпа усаллӑхран, маттерипе итейӑран) тухса пырать тесе вӗрентекен вӗрентӳсем.
Тует — ит. — Иккӗн йурламалла ҫырнӑ мусӑккӑ происветени: кашни йурлаканӗ хӑй ӑраснарах йурлать.
Тупликкат — лат. — Мӗнле те пулин токкумӗнтӗн пирвайхипе пӗр пекех 2-мӗш екҫемпльарӗ.
Тумӑ — (Патшалӑх Тумӗ) — Раҫҫейре 1905 ҫулхи револьутси хыҫҫӑн тунӑ халӑх претставиттӗлӗсен Канашб, кӗҫӗн парламӗнт.
Тунтрӑ — Ҫурҫӗр йенчи, вӑрмансем ӳсме пултарайман, ӗмӗр шӑнса тӑракан ушахлӑ (лачака) ҫӗрсем.
Туннел — Ҫӗр айӗнчен шӑтарса тухнӑ ҫул; йе ахаль ҫӗр витӗр тухакан шӑтӑк.
Театтӑр — крек. — 1) Сченӑ ҫинче выльаса кӑтартма тунӑ ҫурт; 2) пӗр-пӗр ӗҫ пулакан вырӑн (вӑрҫӑ театтӑрӗ).
Текенерат — лат. — Пӗтсе пыракан йӑхри ҫын, йӑхӗ ӑнӑҫҫӑр ҫын.
Теккапӗр — Ҫулталӑкӑн 12-мӗш уйӑхӗ. Раштав уйӑхӗ.
Теккаприссем — Пӗрремӗш Елексантӑр патша чухнехи вӑрттӑн политтиккӑ ушкӑнӗн членӗсем: Елексантӑр патша вилсен, 1825 ҫ. Теккапӗр уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, патша ирӗкне кӑшт чакарса ҫӗнӗ конститтутси тӑвашшӑн Пӗрремӗш Микулайа хӗҫпӑшалпа хирӗҫ тӑнӑ. Анчах Микулай вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ушкӑнӑн пуҫлӑхӗсенӗ (5 ҫын) ҫакса вӗлернӗ.
Теккаметтр — Вунӑ меттӑр. Текка вуннӑ: — кунтан: теккалитӑр — 10 литтӑр, теккакрам — 10 крам т. ы.
Теккоратси — лат. — Театтӑрсенче — ӗҫ мӗнле вырӑнта пулнине кӑтартакан карттинсем. Йуптарса каласан — мӗнӗн те пулин илемлӗ тулашӗ, шалти лайӑхмара пытарса тӑракан йапала.
Теккламаттӑр — лат. — Текламатси пӑравӗлӗсем тӑрӑх вулакан.
Текламатси — лат. — Илемлӗ, тӗрӗс, сасӑ улӑштарса, мӗн вуланине шестиккульатсипе кӑтартса вуламалли искусствӑ.
Текларатси — лат. — Пӗтӗм халӑха пӗлтерни.
Текрет — лат. — Правиттӗлствӑ кӑларнӑ саккун, постановлени.
Техниккӑм — Пӗр ӑрасна ӗҫе вӗрентекен вӑтам шкул: петакокиккӑ техниккӑмӗ — уччиттӗл пулма вӗрентет, йалхуҫайстви техниккӑмӗ — акроном пулма...
Техниккӑ — крек. — 1) Мӗнле те пулин искусствӑн, йе ремеслен ӗҫлемелли майӗсем. 2) тупакан промышлӗннӑҫ йапалисенчен урӑх йапаласем тӑвакан промышленнӑҫ.
Технолоки — крек. — Хатӗр мар маттериалтан тӗрле йапаласем тума вӗрентекен науккӑ: йывӑҫран, тӗрлӗ метталсенчен т. ы.
Техвитсит — лат. — Расхутсем тоххотсенчен ытларах пулни.
Тепат — хран. — Тавлашу, прени.
Тепет — лат. — Пуххалтери кӗнекисем ҫинче — илес укҫасене ҫыракан сулахай странитси.
Тепӳт — хран. — Пирвайхи хут сченӑ ҫине вылльама тухни.
Теппуттат — лат. — Суйласа йана претставиттӗл.
Теппуттатси — лат. — Халӑх, йе пӗр-пӗр ушкӑн суйласа йанӑ ҫынсем.
Тетукси — лат. — Йӗрлесе пӗлмелли меттӑт: ушкӑнлӑ хактӑсенчен ӑрасна хактӑсене оппӑтсӑрах пӗлни, сӑмахран:— Каппитталисӑм вӑйлӑланса пынӑҫемӗн пӗчӗк претприйаттиҫем пӗтсе пыраҫҫӗ; Раҫҫейре каппитталисӑм вӑйлӑланса пырать пулсан, Раҫҫейри вак-тӗвек претприйаттисем пӗтсе пыраҫҫӗ тени тӗрӗс.
Теспӑт — крек. — Хӑй ирӗкне анчах тутарса пурӑнакан, усал, хӑй ҫынӗсене питӗ хытӑ тытса пурӑнакан патша.
Теспоттисӑм — крек. — Пур ирӗке пӗр патша аллине панӑ патшалӑх йӗрки, апсольуттисӑм.
Тессант — хран. — Карапсем ҫинчен анса вӑрҫҫа кӗрекен ҫар.
Теҫерттир — хран. — Таркӑн салтак.
Теҫӗс — крек. — Пӗр-пӗр токлатӑн, йе происветенин тӗп шухӑшӗсене кӗскен каласа пани.
Телекат — Теппуттат, уполномочӑннӑй.
Телекатси — Суйласа йанӑ ҫынсем, суйласа йаракансен йнттересӗсемшӗн тӑрӑшакансем, вӗсем хушнине тӑвакансем.
Телекрах — крек. — Сӑмахсене инҫе ҫӗре хӑвӑрт пӗлтермелли аппарат. Ратиотелекрах — правлуксӑр, сӑмахсене сывлӑш тӑрӑх йаракан телекрах.
Телекрахвис — Телекрахпа сӑмахсем йаракан ҫын, телекрах ӗҫне ӑста пӗлекен.
Телекрам — крек. — Телекрах тӑрӑх йанӑ хут, ҫыру.
Телехвон — крек. — Ҫын сассине правлук тӑрӑх инҫе ҫӗре илтӗнтерекен аппарат.
Телехвонокрам — Телехвонпа калаҫнине ҫырса хунӑ хут, ҫыру.
Телескоп — крек. — Пӗлӗт ҫинчи ҫутӑсене пӑхмалли, инҫетри йапалана ҫывӑх кӑтартакан трупа (текӗр).
Темакок — крек. — Политтиккӑ ӗҫӗпе халӑха пӑлхатакан ҫын.
Темакоки — крек. — Пӗр-пӗр тӗлшӗн халӑха тӗрлӗ сӑмахсемпе пӑлхатни.
Темӑ — лат. — Ҫырнӑ, йе ҫырас йапалан тӗп шухӑшӗ, йачӗ.
Темократ — Халӑх ирӗкшӗн тӑракан.
Темократьтьи — крек. — 1) Халӑх ирӗклӗхӗ; 2) Халӑхӑн пуйанмар класӗсем (пролеттариат, хресченсем, вак-тӗвек пуршуаҫи).
Темократьтьилле — Халӑхла. Темократьтьилле респупликкӑ — влаҫа пур халӑх суйласа лартакан ҫынсен аллине панӑ респупликкӑ (ӗҫре кирек хӑҫан та пуршуаҫи аллине ӳкет). Темократьтьилле чентралисӑм — пур влаҫ суйласа йанӑ телекатсен сйесӗ аллинче тӑракан йӗрке.
Темопилисатси — Мопилисатсиленӗ ҫынсене кайалла киле салатни.
Темонстратси — лат. — 1) Халӑх хайне мӗн кирлине урамсем тӑрӑх плаккатсемпе ҫӳресе, миттӗнксем, пухусем туса пӗлтерни. 2) лексисем, йе токлатсем тунӑ чух мӗн каланине оппӑтсемпе кӑтартса пани; 3) тӑшмансене улталамашкӑн ҫарсене йури вырӑнтан вырӑна куҫарни.
Теморалисатси — хран. — Йӗркесӗре тухса кайни, тистсиплинӑ пӗтни.
Тенӑр — ит. — Пасран ҫинҫерех, арҫынсем йурлакан сасӑ.
Термин — лат. — Пӗр-пӗр паллӑ шухӑша пӗлтерекен сӑмах.
Терминолоки — лат. — Пӗр-пӗр науккӑра, йе искусствӑра, паллӑ шухӑшшене пӗлтерекен, пур те йышӑннӑ (пурӑнӑҫа кӗнӗ) сӑмахсем.
Термометтӑр — крек. — Ашӑпа сивве кӑтартакан хатӗр.
Территтори — лат. — Ытти ҫӗрсенчен паллӑ чикӗсемпе уйрӑлса тӑракан ҫӗр (патшалӑх, йе оплӑҫ территторийӗ).
Террор — хран. — Хӑйӗн тӗлӗсене шутсӑр хӑрушӑ ӗҫҫемпе ҫитме тӑрӑшакан ҫистемӑ.
Террорис — Террорпа ӗҫлекен. Раҫҫейре патша чух револьутсилле парттисенчен ессерсем террориссем пулнӑ. Вӗсем патшасене, йе унӑн усал министӑрсене вӗлерсе пырса патшана хӑраташшӑн пулнӑ. Октапӗрти Револьутси пулсан — ессерсемех террорпах Канаш влаҫне пӗтерме тӑнӑ (Волотарский вӗлерни, Ленин И. пӑшалпа пени т. ыт.)
Тевальватси — хран. — Хут укҫасен хакӗ ӳксе пынӑран, вӗсен хакне танлаштармашкӑн ҫӗне укҫасем кӑларса, ылттӑн йе кӗмӗл укҫасене вӗсен хакӗпе танлаштарни.
Тевис — хран. — Пӗр-пӗр парттин тӗп шухӑшне кӗскен каласа пӗлтерекен сӑмах. Сӑмахран: Р.К.П.-йӗн тевисӗ — „Пӗтӗм тӗнчери пролеттарисем, пӗрлешӗр!".
Теолоки — крек. — Турӑ ҫинчен вӗрентекен хилосохви.
Теоремӑ — крек. — Тӑнлантарса ӗнентерме кирлӗ чӑнлӑх.
Теори — крек. — 1)Мӗнле те пулин науккӑн тӗп шухӑшӗсен йӗрки. 2) сӑнаса курнӑ хактӑсенчен курӑнса тӑракан шухӑшшен ҫистеми.
Тиакнос — крек. — Чир-чӗрсен паллисене пӑхса мӗнле чир иккенне пӗлни.
Тиакраммӑ — крек. — Статтистиккӑ тӑрӑх шыраса пӗлнӗ числасене паллӑ, карттинӑсемпе кӑтартакан ӳкерчӗк.
Тиалектӑ — крек. — Пӗр-пӗр вырӑнти ӑрасна пуплев, сӑмахран: чӑвашшен вирйал тиалекчӗпе анатри тиалекта пур, вирйалсем пӗр майлӑ пуплеҫҫӗ, анатрисем хӑйсем ӑраснарах пуплеҫҫӗ.
Тиалектиккӑ — крек. — Пӗлсе, терӗс тавлашмалли искусствӑ. Тиалектиккӑлла меттӑт — йапаласемие йавленисене вӗсем улшӑнса, хускалса пынӑҫемӗн сӑнани: вӑл меттӑта Карл Маркс науккӑлла сотсиалисӑмӑн никӗсӗ туса хунӑ. Тиалектиккӑлла протсес — хире-хирӗҫ пулнипе малалла кайса пыни: кирек мӗлле йавлени те, хӑй малалла кайса пынӑҫемӗн хӑйне хирӗҫ пыракан, хӑйне пӗтерекен вӑйсем хатӗрлесе пыни; Кекӗл триатӗ тӑрӑх (теҫис, анттитеҫис, ҫинттӗс) малалла кайса пыни.
Тиалӑк — крек. — Икӗ ҫын пуплевӗ.
Тиаметтӑр — крек. — Кеометрире — ҫаврашкана, йе ҫаврака унка ҫурмаран уйӑракан тӳре йӗр: тӳрӗ йӗр ҫинче выртакан икӗ ратиус.
Тиктаттурӑ — лат. — Вӑхӑтлӑха тунӑ чарусӑр влаҫ. Пролеттариат тиктаттурӗ — пуршуаҫинчен влаҫа туртса илсен, ӑна пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе, вӑйсӑрлантарса хӑварма пролеттариата вӑхӑтлӑха пысӑк влаҫ кирлӗ: вӑл влаҫ пуршуаҫине патшалӑх ӗҫӗсене тума паманнинчен, вӗсене хытӑрах айӑпланинчен, Канашшене суйлама ирӗк паманнинчен паллӑ курӑнса тӑрать.
Тиктаттӑр — лат. — Патшалӑх ӗҫӗсене тунӑ ҫӗрте, вӑхӑтлӑха, мӗн тӑвас тенӗ ҫавна тума ирӗк панӑ ҫын.
Тиктовкӑ — хран. — 1) Сӑмахпа каланине ним улӑштармасӑр итлекенсем хут ҫине ҫырса пыни. 2) ним шухӑшламасӑр, каланӑ сӑмаха пӑхӑншрни.
Тихтерит — крек. — Питӗ час сиксе йӗрекен, йӑвӑр пыр шыҫҫи.
Тип — крек. — Пур хӑй йевӗрле йапаласен паллисене тӗрӗс кӑтартса тӑвакан йапала, ҫын, йе йавлени.
Типпокрахви — крек. — Кӗнеке-хаҫатсем ҫапакан учрештени.
Типлом — крек. — Аслӑ шкулта вӗренсе тухнине пӗлтерекен токкумӗнт.
Типломат — йут патшалӑх правиттӗлствипе ӗҫҫем тӑрӑх калаҫма шанса, хушша йанӑ ҫын.
Типломатьтьи — хран. — 1) Йут патшалӑхсемпе ӗҫҫем тумалли искусствӑ; 2) йут патшалӑхри претставиттӗлствӑ.
Тискуҫҫи — лат. Тавлашу, прени, сӳтсе йавни.
Тискӑнт — лат. — Мусӑкра — ҫинҫе йанрав сасӑ, ҫамрӑк ачасен, йе хӗрсен сасӗ.
Тиспут — лат. — Тавлашу, тускуҫҫи.
Тистанси — лат. — 1) Хушши инҫӗшӗ; икӗ стантсӑ хушшинчи ҫул; 2) Ҫарсенче — ҫарӑн пайӗсен хушщи.
Тистиплинӑ — лат. — 1) Ушкӑнра, йе парттире — пур членсем те туса тӑма тивӗҫлӗ пӑравӗлӑсем. 2) кирлӗ таран пӑхӑнса тӑни (ҫарсенче, шкулра т. ы. ). 3) науккӑна пулӑшша тӑракан ӑрасна вӗрентӳ.
Тиссонанс — лат. — Килӗшӳ ҫукки, илемсӗр сасӑсем.
Тилеммӑ — крек. — Икӗ йапаларан пӗрне суйласа йышӑнни.
Тинаҫтьи — крек. — Патша йӑхӗ.
Тинамиккӑ — Улшӑнса (хускалса) тӑни, лӑпка, ним хускалмасӑр тӑнине пӗлтерекен поньатьтьипе хире-хирӗҫ поньатьтьи.
Тинамит — крек. — Тар йеверлӗ, питӗ хытӑ ҫунакан йапала; туп тарӗ.
Тираш — хран. — 1) Лоттерейӑ, пилетсем тӑрӑх выльаса йани; 2) вӑхӑтран-вӑхӑтран тухса тӑракан кӗнеке-хаҫатсен екҫемпльарӗсен шучӗ, хисепӗ.
Тиректӑр — лат. — Пуҫлӑх, начальник; учрештенине тытса тӑракан.
Тиректори — хран. — 1795 ҫулта Хрансири патшалӑх ӗҫҫене туса тӑракан, 5 ҫынлӑ коллеки, вӑйлӑ пуршуаҫин правиттӗлстви: 1799 ҫулта Напполеон ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
Тиришор — хран. — Орккестӑра, йе хора ӗҫре йертсе пыракан.
Тивиҫи — лат. — Пӗчек арми, темиҫе тӗрлӗ ҫарсем те пур, ӑрасна ҫапӑҫма пултаракан йетинитсӑ.
Тӗрме — ним. — Ӑристансене хупса лартакан ҫурт, касамат.
Тракети — крек. — 1) Питӗ вӑйлӑ, хурлӑхлӑ ӗҫҫем ҫинчен ҫырнӑ трамӑ. 2) Хӑрушӑ, хурлӑхлӑ, йӑвӑр сопытьи.
Трактӑр — Акапуҫҫем туртса ҫӳреме тунӑ ахтомопил.
Трактир — Укҫапа апат ҫитерекен йе ӗҫтерекен ҫурт.
Траппетси — крек. — Икӗ айакки паралеллӗ, икӗ айакки паралеллӗ мар тӑваткӗтеслӗх. 2) кимнаҫтиккӑ тумалли хатӗр: йунашар ҫакӑнса тӑракан икӗ шальҫа.
Траппировкӑ — хран. — Тӗрлӗ пиравӑрпа йавалана илемлӗн каркаласа хуни.
Тратитси — лат. — Ӗлӗкренпех пыракан, ватӑ, пурӑнӑҫра кирлӗ мар пулнӑ йаласем.
Трама — крек. — 1) Поеҫи проасветенийӗ: сопыттисене йут ҫын каласа кӑтартнӑ пек мар, сопыттира ҫынсем хӑйсем пӗр пӗринпе калаҫнӑ пек туса, хурлӑхлӑ карттинӑсемпе, йӑвӑр сченӑсемпе куракансен чӗрине сиктерет. 2) мӗнле те пулин хуйхӑллӑ, йӑвӑр сопытьтьи.
Транспӑрт — лат. — 1) Пуххалттеринче — тепӗр странитсӑ ҫине куҫарни. 2) йут ҫӗре куҫаракан тавар ушкӑнӗ. 3) йапаласене инҫе ҫӗре куҫарни, куҫармалли хатӗрсем.
Труппӑ — хран. — Театтӑрта выльакан арттиссен ушкӑнӗ, куҫҫа ҫӳрекен, ушкӑнпа пӗрле ӗҫлекен арттиссем.
Трест — анк. — Пӗр происвотствӑри вӑйлӑ каппитталиссем конккурентсипе пӗтерешшӗн, рынӑка хӑйсен аллине пуҫтарса илешшӗн пӗрлешше тунӑ сойус. Трестсем хӑйсен ӗҫӗсене суйласа лартнӑ правлени урлӑ туса тӑраҫҫӗ, ӑрасна претприйаттисем ушкӑнӗпех ҫав правленине пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Пӗр происвотствӑри претприйаттисене хӑйсен аллине илсе пырса, хӑш чух трестсем темиҫе патшалӑхри промышлӗннӑҫа пӗрлештерме пултараҫҫӗ. Пуринчен ытла трестсем Америккӑри Штатсенче вӑйлӑланса ҫитнӗ.
Треҫинӑ — Чукун ҫулсем ҫинче, рельссӑсем тӑрӑх алӑпа ҫавӑрса чуптаракан пӗчӗк машшин, урапа.
Треҫҫировкӑ — Выльӑхсене хушнине итлеме вӗрентни.
Трипунӑ — лат. — Ораттӑрсем хӑпарса калаҫма тунӑ ҫӳлӗ вырӑн.
Трипунал — лат. — Чи аслӑ сут.
Троппил — Ҫурт-йӗр ҫавӑрнӑ чух ҫийӗне тытӑнтарса тӑракан, чалӑшла пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса тӑратакан каштасем, тӑрӑх каштасене тытӑнтарса тӑракан хреслесем.
Токӑвӑр — Килӗшӳ, услови, сӑмах пӗтерни.
Токкумент — лат. — Тӗрес ҫырнӑ, шанма йуракан хут, утостоверени.
Токлат — Пулнӑ ӗҫ ҫинчен тӗпӗйӗрӗпе каласа кӑтартни.
Тонмӑт — крек. — Пӗр-пӗр вӗрентӳн тӗп, никам улӑштарма пултарайман шухашӗ, никӗсӗ.
Топпокрахви — крек. — Типе ҫӗр питне кеометри йенчен астуса хут ҫине ӳкерессине вӗрентекен науккӑ.
Тосӑ — крек. — Емелсен пӗрре ӗҫмелли пысӑккӑшӗ (кашӑк, тумлам т. ы.).
Толлӑр — Америккӑри Штатсен укҫи: икӗ тенкӗ йахӑн.
Томат — хран. — Помитор.
Томкрат — кол. — Йӑвӑр йапаласене ҫӗклемелли машшин.
Тон — хран. — 1) Сасӑн ҫинҫӗшӗ; 2) картьинсем ҫинче — краскӑсен тӗсӗпе ҫутти. 3) сӑмах кӑмӑллӑхӗ.
Тоннӑ — хран. — Йӑвӑр виҫе — 61 пӑт, 1.000 килокрам.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-10 23:38:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3629 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем